Хăвăртрах тата лайăхрах шутлама хăнăхтаракан вăйă

Шупашкарта республика шайĕнче шахмат енĕпе 9 çултан кĕçĕнреххисем хушшинче çулсерен иртекен турнир вĕçленчĕ. 10 çул ытла йĕркелекен ăмăртăва кăçал «Спартак» спорт шкулĕ йышăнчĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчен, Кÿкеç поселокĕнчен тата Красноармейски районĕнчен 50 яхăн çамрăк шахматист тупăшрĕ.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров


4 куна пынă турнир Швейцари меслечĕпе иртрĕ. Кун пек чухне 1-мĕш тапхăрта ăнмасан та тупăшуран тухса ÿкекенсем çук. Пирвайхи турта кама хирĕç выляссине компьютер программи палăртать. Кайран çĕнтерÿçĕ çĕнтерÿçĕпе, выляса яни хăйĕн пеккипе малалла тупăшать. Ăмăрту 7 тапхăрпа иртет. 60 минут вăхăт тата хушма 10 çеккунт параççĕ шахматистсене. Шупашкарта пурăнакан Ванеркесен ывăлĕпе хĕрне çак вăйă 3 çул каялла кăсăклантарса янă.

«Турнира хутшăнакансен йышне ÿстересси мар, вăйă пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн», — теççĕ ăмăртăва йĕркелекенсем.

Чăваш Енри турнирта çĕнтернисем йăлана кĕнĕ йĕркепе Костромара çу уйăхĕнче пулакан Раççей шайĕнчи тупăшăва хутшăнĕç. Унта чи вăйлă 400 яхăн çамрăк шахматист пуçтарăнĕ.

Источник:http://chgtrk.ru/news/21744

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *